Тивĕçлĕ хӳтĕлерĕç
<p>Чăваш Ен чысне çӳллĕ шайра хӳтĕлерĕç. Раççейри хĕллехи ял спорчĕн 11-мĕш вăййисенче республикăн пĕрлештернĕ ушкăнĕ ялсенче 450 000-рен сахалтарах пурăнакан регионсен йышĕнче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Çĕршывĕпех илсен вара пирĕн спортсменсем улттăмĕш.</p>
<p>Ял спорчĕн вăййисене «Демографи» наци проектне кĕрекен «Спорт – пурнăç йĕрки» проектпа килĕшӳллĕн йĕркелеççĕ.